Чӑваш Енре 29 ҫулти арҫынна аҫа ҫапнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку инкек Канаш районӗнчи Ухман ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ашшӗпе ывӑлӗ сурӑхсем пӑхнӑ. Каҫхи 4 сехет тӗлне вӑйлӑ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗне аҫа ҫапнӑ. Ывӑлӗ часрах ун патне чупса пынӑ, анчах разряд хӑйне лекнӗ.
Халӗ ашшӗ пульницӑра. Ывӑлӗ вара ҫав вӑхӑтрах, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен, вилнӗ.
Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.
Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:
♥ Канаш ен пики – 2012 — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);
♥ Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);
♥ Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);
♥ Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);
♥ Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |